Пирĕнне ан тирке, «Сестрица»!

   ЧР Арбитраж сучĕ Федерацин монополипе кĕрешекен службин республикăри управленийĕ «Сывă пурнăç» компани ОООна 100 пин тенкĕлĕх штрафласа административлă майпа явап тыттарнине саккунлă тесе йышăннă.

   Сăмах ФАС управленийĕн комиссийĕн 2010 çул вĕçĕнчи йышăнăвĕ пирки пырать. Ун чух монополипе кĕрешекенсем Мари Элри ĕçмелли «Сестрица» шыв кăларакан «Сывă пурнăç» компани тата çак шыва Шупашкарта саракан Марушко ИП монополие хирĕç саккун требованийĕсене пăснине çирĕплетнĕ. Вĕсем реклама брошюри сарнă, унта Чăваш Енĕн пĕтĕм территорийĕнчи шыв пахалăхĕ питĕ япăх тесе ĕнентернĕ. Калăпăр, пĕр фирма киоскĕсен урлă сутакан шывра бор виçи пысăк, вăл арçынсен сывлăхне сиенлет имĕш. Çак тата ытти информаци, брошюрăра илсе кăтартнăскер, чăнлăхпа килĕшсе тăмасть тесе йышăннă. «Сестрица» хуçисем тиркенĕ шыв СанПиН требованийĕсене тивĕçтернине ĕнентерсе панă.

   Мари Эл шывĕ Чăваш Енрипе танлаштарсан лайăхрах тесе ĕнентерме тăнă май «Конкуренцие хÿтĕлесси çинчен» саккуна пăснă. «Сывă пурнăçа» киревсĕр брошюрăна пухса илме хушнă, штрафланă.

Н.ДМИТРИЕВ