Те светофор, те реклама...

     Федерацин монополипе кĕрешекен службин Чăваш Енри управленийĕ реклама çинчен калакан саккуна пăснипе çыхăннă темиçе тĕслĕхе тупса палăртнă. «Качакан - сухалĕ...» тенешкел - рекламăн тĕлĕ пулмалла.

     Çĕнĕ Шупашкарта Регионсен çыхăнупа информатика аталанăвĕн коммерци банкĕ хăйĕн рекламине троллейбус линийĕн общество транспорчĕн чарăнăвĕ патĕнчи юпи çине «Çуран каçмалли вырăн» паллăпа пĕрле вырнаçтарнă. Саккунпа килĕшÿллĕн асăннă йышши информацие çул çÿреве йĕркелемелли техника хатĕрĕсем çине вырнаçтарма юрамасть. Сăмах май, малтан çав юпа çинче банк реклами кăна пулнă, кайран вара Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕ хайхи çул-йĕр паллине çакнă. Ку тĕслĕхре банка асăрхаттарман, мĕншĕн тесен çуран çынсене кирлĕ палла уйрăм металл юпа çине куçарнă.

     Шупашкарта вара «Банк Русский Стандарт» АХО тăкакланас темен - хăйĕн реклама информацине Гагарин тата Энгельс урамĕсем хĕресленекен вырăнти светофорпа пĕрле пĕр юпа çинех çакса хунă. Çакăн çинчен монополипе кĕрешекенсене ПАИ управленийĕнчен пĕлтернĕ. Тĕрĕслев саккуна пăснине çирĕплетнĕ, çавна май банкăн тĕрлĕ тĕспе çутатакан юпа çинчен хăйĕн рекламине илме тивнĕ.

К. НИКОЛАЕВ