Рекламистсем улталаççĕ

Телевизорпа сехетре виçĕ-тăватă хут кăтартакан реклама роликĕсен пуххине пăхса йăлăхрăмăр пулин те унта каланине ăша хыватпăр. «Лайăх сутăнакан тавара рекламăламаççĕ», - тетпĕр, анчах лавккана кайсан сентре çинчи палланă порошоксемпе супăньсене, шампуньсемпе гельсене туянатпăр. Тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕре илме илĕртнине сивлесен те сумкăна çавсенех чикетпĕр. Мĕншĕн çапла-ха? Реклама çын ăс-тăнне питĕ вăйлă витĕм кÿрет - ара, унта янăранă сăмахсене эпир ас туса юлатпăрах-çке. Анчах çакнашкал роликсене хатĕрлекенсем темĕн тĕрлĕ ултавпа та усă кураççĕ, чылай чухне йĕркене пачах пăхăнмаççĕ. Çакна Федерацин монополипе кĕрешекен службин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем те çирĕплетеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа кăна вĕсем «Реклама çинчен» саккуна пăснă вун-вун тĕслĕх тупса палăртнă.

Акă, сăмахран, «Ку тавара медицина ăслăлăхĕсен академийĕ ырланă», - тенине тăтăшах илтетпĕр. Тĕлĕнмелле те, ку пур чухне те тĕрĕс мар иккен. Рекламистсем: «Тен, никам та асăрхамĕ? Явап тыттарасран пăрăнма май пулĕ», - теççĕ-ши - витĕмлĕ мелпе усă кураççĕ. Сергеев усламçă хăй сутакан ортопеди матрасĕсене туянма сĕнес умĕн шăпах ултавлă çак меслет пирки аса илнĕ. Унăн Шупашкарта тухса тăракан пĕр журналти реклама статйинче «Тавара РФ Сывлăх сыхлав министерстви ырланă» йĕркесем пур. Монополипе кĕрешекенсем предприниматель саккуна пăснине, паллах, çирĕплетнĕ, материал икĕ номерте кăна пичетленнĕрен асăрхаттарупах çырлахнă. Тĕрĕссипе, медицина хатĕрĕсене, эмел таврашне рекламăланă чухне вулакансене асăннă таварпа усă куриччен инструкципе паллашма, специалистсемпе канашлама сĕнмелле, анчах хăшĕ-пĕри кун çинчен пачах манать. Тен, çакă туянакансен йышне чакарасран шикленет? «ДНК БЕСТ» диагностика центрĕ Хулан тĕп больници çывăхĕнчи щит çине вырнаçтарнă ÿкерчĕкре асăрхаттарса нимĕн те çырман.

Усал сăмах, ясар ÿкерчĕк çамрăксенчен пысăк пайне, чылай арçынна килĕшет. Рекламистсем çакăнпа та тĕллевлĕ усă кураççĕ. Шупашкарти нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсен умне хутсем çыпăçтарнă. Унта çаппа-çарамас пике хăйĕн купарчине планшет компьютерпа çеç хупланине, çумĕнче: «Попробуй меня. И выиграй iPad 2», - тесе çырнине хула çыннисем асăрханă та управление пынă. Вĕсем чăнах та йăнăшман, ку реклама саккуна сĕмсĕррĕн пăснине ФАС ĕçченĕсем çирĕплетнĕ. «Оптан-Шупашкар» тулли мар яваплă общество та çакнашкал çул çине тăнă. Тĕп хулари темиçе щит çине ав мĕнлерех йĕркесем «шăрçаланă»: «Цены просто заведись. Оптан». Çав вăхăтрах «заведись» сăмахри в тата д сас паллисене тĕттĕмрех тĕспе çырнă, вĕсем сăмах çумĕнчи тĕспе пĕрешкел пулнăран курăнман. Управлени комиссийĕ «Оптан-Шупашкар» саккуна пăснине туллин ĕнентернĕ.

Урамра листовка тавраш валеçекенсене курма хăнăхрăмăр ĕнтĕ, çапах кăшт та пулин укçа ĕçлесе илме ĕмĕтленекенсем хут татăкĕ сĕнсен пăрăнса утаймастпăр - илетпĕр. Унта чылай чухне вăл е ку компани-фирма акци ирттерни, хăйсен таварĕсене питĕ йÿнĕ хакпа сутни çинчен пĕлтереççĕ. Анчах пысăккăн çырнă пĕр предложени айне вĕтĕ сас паллисемпе тулли текст вырнаçтараççĕ. Унта вара пачах урăхла ăнлантараççĕ. Ăна хăш-пĕр чухне лупăпа та вулаймăн. Çак сăлтавсене пулах «МегаФон» тата «ВымпелКом» тĕлĕшпе административлă ĕçсем пуçарнă, икĕ обществăна та 100-шер пин тенкĕлĕх штрафланă.

Америка рекламисчĕ Уильям Бернбах: «Реклама - тĕрĕс ăслăлăх мар, вăл - халăха ĕнентерни, ку вара – искусство», - тенĕ, шăпах çавăнпа пире Интернетра, телекуравпа ятарлă хаçат-журналта мĕн кăна сĕнмеççĕ-ши? Лĕкĕрен тасатакан шампуньрен, вĕри шыв янипех пиçекен лапшаран пуçласа начарланма пулăшакан маçсем таранах. Специалистсем рекламăри «Икĕ эрнеренех 20 çул çамрăкрах курăнма пуçлатăр», «Операци витĕмĕ 7-20 çула тăсăлĕ» йышши йĕркесене ĕненме хушмаççĕ. Герберт Уэллс çыравçă хăй шар курнă-ши – «Реклама - саккунлă ултав», - тенĕ, çавăнпа лавкка-пасара кайсан рекламăна мар, пĕлĕшсем, туссем ырласа каланине аса илесчĕ - ара, чылай чухне «çăлтăрсем» хăйсем мĕнле япала илме сĕннине те тавçăрмаççĕ-çке, вĕсемшĕн укçа тăвасси пултăр.

Дмитрий МОИСЕЕВ