Саккуна пăхăнма хушнă

Федерацин монополипе кěрешекен службăн Чăваш Республикинчи управленийěн /УФАС/ комиссийě Шупашкар районěнчи Лапсар ял тăрăхěн администрацийě тěлěшпе «Интехсервис» производствăпа техника центрě» ООО тавăçěпе пуçарнă ěçе тишкернě: асăннă ял тăрăхě утă уйăхěн 17-мěшěнче официаллă сайтра Çатракасси ялěнчи тăххăрмěш котельнăя тěпрен юсама уçă аукцион ирттерме йышăннă пěлтерěве пăрахăçлани çинчен хыпар вырнаçтарнă. Апла пулин те тепěр виçě кун иртсен заявкăсене пур пěрех пăхса тухнă.

Управлени комиссийě ěçри материалсене тишкерсе общество тавăçне тивěçтернě. Сăлтавě – уçă конкурс ирттерессине пăрахăçланă хыççăн заявкăсене пăхса тухса урăх йышăну кăларни хăйех саккассене вырнаçтармалли саккуна пăсни. УФАС комиссийě Саккассене вырнаçтармалли саккунăн 33-мěш статйин 4-мěш пунктне пăхăнманшăн Лапсар ял тăрăхěн администрацине çирěп асăрхаттарнă, йăнăша вăраха ямасăр тÿрлетме сěннě.