Реклама виçеллě пулмалла

Федерацин монополипе кěрешекен службин республикăри управленийěн комиссийě тата прокуратура ěçченěсем «Реклама çинчен» саккун мěнле пурнăçланнине тěрěслесех тăраççě. Саккуна пăснă тěслěхсем вара сахал мар.

Сăмахран, «Металл» ООО директорне Т.Ивановăна административлă майпа явап тыттарса 4 пин тенкěлěх штрафлама йышăннă. Çу уйăхěнче Çěмěрле район прокуратури тěрěслев ирттернě те асăннă обществăн «Надежда» лавккинче вырнаçтарнă  информаци саккуна тивěçтерменнине тупса палăртнă. Сăра рекламипе пěрле çак шěвеке ытлашши ěçни сиенлě пулни çинчен асăрхаттарни кирлě, унăн лаптăкě реклама лаптăкěн 10 процентěнчен кая мар пулмалла. Иванова ку енěпе саккуна пăхăнман. Лавккари «Сибирская корона: на самый взыскательный вкус» сăра реклами «Реклама çинчен» саккунăн 22 статйин 3 пайěпе килěшсе тăман.

Çěнě Шупашкарти «6-мěш лавкка» АУО гендиректорěн Л.Лимоновăн та 4 пин тенкě штраф тÿлеме тивет. Тěрěслев кăтартнă тăрăх, çак обществăн «У кольца» лавккан тулашри стенисене алкоголь продукцин рекламине унăн конструкцийěпе усă курса вырнаçтарнă. Федерацин «Реклама çинчен» саккунěн 21 статйин 2 пайěнчи 5 пункчěпе килěшÿллěн вара кунашкал продукцин рекламине çуртсен тăррине, ытти конструкцийě çине, тулашри стенисене вырнаçтарма юрамасть.