Кăмăл-сипет мĕнне пĕлмеççĕ

ПАСАР саманине куçнăран паян пирĕн пурнăçра рекламăпа пиар çав тери пысăк вырăн йышăнаççĕ, ăçта ан çит – пур çĕрте те тĕрлĕ пĕлтерÿ çыпăçтарнă юпасемпе хăмасем, щитсем, плакатсем... Килĕштернĕ кинофильма, пĕр-пĕр кăларăма та тулли кăмăлпа курма çук – кашни 15-18 минутрах реклама «кĕрсе ларать». Чылай хаçат-журналăн пысăк пайĕ укçаллă информаципе тулнă, интернетра та çавăн йышши хыпар çĕр-çĕр пин – мĕн тăвăн, пасар самани çапла ыйтать, унсăр паян массăллă информаци хатĕрĕсем сулмаклă утăмсем тăваймаççĕ. Анчах, шел те, укçа парса хатĕрленĕ пур хыпар та пахалăхлă мар. Çакă Раççейри монополипе кĕрешекен федераци службин Чăваш Енри управленийĕн йышăнăвĕсенчен те яр! уççăн курăнать.

Телекурава йăла техники, косметика таварĕ, медицина препарачĕ сутакансем реклама ытларах параççĕ, анчах хăшĕ-пĕринчен тĕлĕнсе пĕтерме çук, тепĕр чухне мĕн калас тени те, мĕнле тавар сĕнни те паллă мар. «Евросеть» куллен лавккана çитсе курма йыхравлать, нумаях пулмасть кăтартнă ролик вара пăшăрхантармаллипех пăшăрхантарчĕ: Вадим Галыгин карас телефонне туянма сĕннĕ май: «Йĕркеллĕ кашни çыннăн ал-ура тата телефон пулмалла», – терĕ. Тĕрлĕ пăтăрмаха лексе алăсăр е урасăр юлнă этем йĕркесĕр-им? Реклама хатĕрлекенсем кăмăл-сипет, ят-сум, чыс мĕнне пĕлмеççĕ çав. Каçхи вунă сехет иртсен телекуравпа сăра туянма кăна сĕнеççĕ, мĕн тĕрлине кăна ырламаççĕ-ши? Çав шĕвеке «чăн-чăн арçынсем ĕçеççĕ-мĕн», сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем, сиенлĕ йăлана сивлекенсем чăн-чăннисем мар-им? Пирус туртассипе уйрăм çынсем кĕрешме хăтланнă вăхăтрах хула урамĕсенчи щитсем табак туянма сĕнеççĕ. Реклама тăвакансем эрех-сăра, пирус илме «чĕнсе каланă» плакатсене шкулпа ача сачĕ, физкультурăпа спорт учрежденийĕ çывăхĕнче çакма, эрех-сăра ĕçнине тата табак туртнине сăнлама юраманнине аван пĕлеççĕ, çапах саккуна пăсаççĕ, тивĕçлĕ органсем асăрхамассине шанаççĕ-ши? Раççейре çулталăкне пĕр çын пуçне вăтамран 15-18 литр таса спирт лекет, пирĕн çĕршывпа чикĕленекен пĕр патшалăхра та ун пек иртĕхмеççĕ, пирус туртассипе те эпир малтисен йышĕнче. Юрать хăть наркотик туянма йыхравлакан сюжетсем кăтартмаççĕ, алкогольпе табак продукцийĕ унран мĕнпе кая? Демографи лару-тăрăвĕ пысăк хăрушлăхра пулин те эрех-сăрана, табака уççăнах рекламăлама чарассине кĕтсе илейместпĕр. Çÿлерех асăннă управлени ĕçченĕсем республикăри предприятисемпе организацисен ертÿçисене ку тĕлĕшпе пĕрре мар асăрхаттарнă. Çулталăк пуçланнăранпа кăна реклама çинчен калакан саккуна пăсса алкоголь продукцине сĕннĕшĕн «Смирнофф», «Два вкуса», «Металл» тулли мар яваплă обществăсен, «Магазин №6» АУО пуçлăхĕсене, Марина Щербакова усламçа тата ытти организаци ертÿçисене явап тыттарнă.

Аудиовидеореклама ăсталакансем палăртнă тăрăх, Раççейре пурăнакансем саккунпа килĕшсе тăракан роликсене йышăнмаççĕ, куракансене ыттисенчен уйрăлса тăраканни, йĕркесĕрри ытларах кăсăкланарать-мĕн, çавăнпах вĕсем киревсĕр сăмахсемлĕ сюжетсем ÿкерсе интернета вырнаçтараççĕ – информацин ку уçлăхĕ ниме те тиркемест, йăлтах «çăтать», ачасемпе çамрăксем çĕнĕ технологисемпе уйрăлми туслă пулнăран çав килпетсĕрлĕхпе киленеççĕ. Енчен те телекурав пичкерен сăра юхнине, ăна çамрăксем кăмăлланине пĕлтерет пулсан шăпăрлансем çакна епле сивлеччĕр-ха? Ашшĕ-амăшĕ, педагогсем вĕрентсе-асăрхаттарса каланин те усси пулмĕ – «телевизорпа кăтартаççĕ-çке» тейĕ çĕнĕ пурнăç калчи.

Хăш-пĕр хаçат-журнал укçа парсан тем те пĕр рекламăлама хатĕр – яваплăхне ăна паракан тытать-çке. Юлашки çулсенче чылай кăларăмра эмел тавраш сĕннине тăтăшах тĕл пулатăн, çавăн пекех вĕсенче тухатмăшсемпе юмăçсен пĕлтерĕвĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Экстрасенссем вара савнине тавăрма та, кирлĕ çынна ăмăрлама та пултараççĕ-мĕн. Çавăнпах ку тĕлĕшпе РФ Патшалăх Думине «Единая Россия» парти депутачĕсем реклама çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртмешкĕн проект сĕннĕ те ĕнтĕ. Анчах вăл хăçан вăя кĕрĕ-ши?

Самани ыйтнăран укçа парса хатĕрленĕ информаци уйĕ анлăланнăçем анлăланса, аталанса пырĕ, ăна чараймăн. Анчах ÿсекен ăрăва килпетсĕр, чыссăр рекламăран май пур таран хÿтĕлесчĕ, тĕрĕсмарлăха ăша хывма ирĕк парас марччĕ. Реклама хатĕрлекенсенчен чылайăшĕ кăмăл-сипет мĕн иккенне пĕлмест, вĕсемшĕн алла кĕрекен укçа темрен паха.