Саккунри улшăнусем, йĕркесĕр конкуренци…

Тата конкурентлăхпа çураçса тăман килĕшӳсем. Ведомствăн çак тата ытти ĕçĕ-хĕлĕ пирки Федерацин монополипе кĕрешекен службин Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Валерий КОТЕЕВ каласа кăтартрĕ.

— Раççейри Монополипе кĕрешекен службăна йĕркеленĕренпе пуш уйăхĕнче 20 çул çитрĕ. Çак тапхăр мĕнпе асра юлчĕ?

— Ведомствăн çуралнă кунĕ — 2004 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕ. Монополипе кĕрешмелли саккунсем пирки каласа кăтартас килет. Шăпах вĕсем служба аталанăвне уçса параççĕ. Йĕркесĕр конкуренцие чарасси тата конкурентлăхпа çураçса тăман килĕшӳсем пирки 1991 çулта калаçма пуçланă. Çав вăхăтранпа ку ăнлавсем анлăланса пынă, административлă тата уголовлă çĕнĕ айăплавсем вăя кĕнĕ. Монополипе кĕрешме саккунсен пилĕк пуххине йышăннă. Пĕрремĕшне 2006 çулта çирĕплетнĕ. «Конкуренцие хӳтĕлесси çинчен» саккунра хуçалăх субъекчĕсен ĕç-хĕлне виççĕмĕш çынсем йĕркелессипе çыхăннă ăнлавсене уçăмлатнă, монополи тĕлĕшĕнчен пысăк хаксен критерийĕсене палăртнă. 2009 çулта йышăннă иккĕмĕш саккун пуххинче Монополипе кĕрешекен служба полномочийĕсене, тĕрĕслев йĕркисене анлăлатса çирĕплетнĕ, саккуна пăснăшăн уголовлă яваплăх кĕртнĕ. 2012 çулхи виççĕмĕш пухха «картель», асăрхаттару ăнлавĕсене, монополипе кĕрешмелли саккунсене пăснăран кӳнĕ экономика сиенĕсене саплаштарас тĕлĕшпе граждан тавăçĕсем тăратассине, конкуренцие чикĕлемелли паллăсене кĕртнĕ. Саккунсен 2015 çулхи пуххине пĕрлехи ĕç-хĕл килĕшĕвĕсене пăрăнми йĕркепе тата харпăр хăй ирĕкĕпе йĕркелессине, пуç пулса тăрассинчен асăрхаттарассине чикĕлессине кĕртнĕ. Çавăн пекех Раççей Монополипе кĕрешекен службăн коллеги органĕсене туса хунă. Пĕлтĕрхи çул саккунсен Пиллĕкмĕш пуххине йышăннипе палăрса юлчĕ. Ăна тата «цифрăллă» теççĕ. Унăн тĕллевĕ — интернетри лапамсенче монополипе кĕрешмелли йĕркесене çирĕплетесси.

— Экономикăн пур отраслĕнче те конкуренцие хӳтĕлемелли тытăма йĕркелени çинчен каласа кăтартăр-ха.

— Монополипе кĕрешмелли, патшалăх туянăвĕсем /закупки/, патшалăхăн оборона саккасĕсем, реклама, суту-илӳ, тарифсем, стратеги пĕлтерĕшлĕ отрасльсенчи ют çĕршывсен инвестицийĕсем пирки саккунсем çирĕплетнĕ. Монополипе кĕрешмелли саккунсене шыв, вăрман, çĕр, хула строительствин кодексĕн, электроэнергетика отраслĕсенче йышăннă. Çĕршывра конкурентлă право ĕç-хĕлне пурнăçлакан 87 территори органĕ ĕçлет, ку сферăри пысăк квалификациллĕ специалистсене 50 ытла аслă шкулта вĕрентсе хатĕрлеççĕ.

— Халĕ Чăваш Енри управлени пирки калаçар. Сирĕн хăш сферăсене пăхса тăма ирĕк пур?

— Территори органĕн ĕçĕ-хĕлĕ анлă. Çак шутра — тавар тата финанс рынокĕсенче конкуренци çинчен калакан саккуна пăхăнни, конкуренцие тата хуçалăх субъекчĕсен, влаç органĕсен ĕç-хĕлне чăрмантаракан килĕшӳсене тупса палăртасси. Управлени çавăн пекех реклама, суту-илӳ, конкурентлă тытăм, энергоперекетлĕх çинчен калакан саккунсене пăхăннине сăнаса тăрать. Пирĕн пĕтĕм ĕç пирки, паллах, виçĕ-тăватă сăмахпа каласа кăтартаймăн.

— Управленин туянусен тытăмне сăнаса тăрассипе çыхăннă ĕç-хĕлĕнче 2023 çулта тĕп вырăна мĕн йышăннă?

— Раççей Федерацийĕнче туянусен сферинче саккунсене пăхăннине тĕрĕслемелли тĕп мел, паллах, çăхавсене пăхса тухни. Çăхавсене туянусем ирттересси çинчен пĕлтернипе, поставщика /подрядчике, ĕç тăвакана/ палăртмалли условисемпе килĕшменнисем параççĕ. Çавăн пекех саккасçăсен комиссийĕсен, поставщике палăртма туса хунă уполномоченнăй органсен /учрежденисен/, саккасçăсен аукционсен кăтартăвĕсемпе контракт çирĕплетессипе çыхăннă ĕçĕ е ĕçсĕрлĕхĕ тĕлĕшпе çăхав çырма пултараççĕ. Ыйтăва хуравлама статистика кăтартăвĕсемпе усă курма тивет. Раççейĕн Монополипе кĕрешекен службин Чăваш Енри управленийĕ контракт тытăмĕ çинчен калакан саккунпа килĕшӳллĕн 2023 çулта — 254, 2022 çулта 198 çăхав йышăннă. Управлени 192 çăхав /75,6 процент/ сăлтавсăр пулнине çирĕплетнĕ. 2022 çулта кун пеккисем 137 е пăхса тухнă çăхавсен 69,2 проценчĕ пулнă. 2023 çулта 62 çăхавăн /24,4 процент/ сăлтавлăхĕ пуррине палăртнă. 2022 çулта кун пекки 61 çăхав /30,8 процент/ шутланнă. Статистика 2023 çулта сăлтавлă çăхавсен шучĕ, 2022 çулхипе танлаштарсан, чакнине кăтартать. Çапла майпа йĕркене пăснă тĕслĕхсене пĕтермелли пирки панă йышăнусен шучĕ те сахалланнă. Управлени 2023 çулта пăхса тухнă çăхавсем тăрăх патшалăх тата муниципалитет саккасçисене 42 предписани панă. 2022 çулта вĕсен шучĕ 59 пулнă. Предписанисене пурне те вăхăтра пурнăçланă. Управлени пĕлтĕр штраф хуни çинчен 127 йышăну кăларнă, 2022 çулта — 232. Пĕлтĕр 92 хутчен асăрхаттарнă. Çакă туянусен сферинчи специалистсен ĕçĕ-хĕлĕ çине административлă тиев пĕчĕкленнине кăтартать.

— Сирĕн шухăшпа, ку юхăм мĕнпе çыхăннă?

— Сăлтавлă çăхавсен проценчĕ чакнине пирĕн республикăра туянусене централизациленипе, поставщика /подрядчика, ĕç тăвакана/ палăртакан уполномоченнăй учрежденисене йĕркеленипе ăнлантарма пулать. Кунсăр пуçне социаллă пĕлтерĕшлĕ сферăсенче, тĕслĕхрен, строительствăра, сывлăх сыхлавĕнче, профессионал шайĕнче саккасçăсен ĕç-хĕлне пурнăçлаççĕ. Штрафласси пирки калакан постановленисен шучĕ чакнине Раççей Федерацийĕн Административлă йĕркене пăсни çинчен калакан кодекса 2022 çул варринче улшăнусем кĕртнипе сăлтавлама пулать. Çĕнĕлĕхсемпе килĕшӳллĕн административлă пĕрремĕш хут явап тыттаракансене тата йĕркене пăснине патшалăх тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче тупса палăртнисене штрафлас вырăнне асăрхаттарма юрать. Паллах, закупкăсен сферинче ĕçлекен специалистсен професси ăсталăхĕ ӳснине те палăртмасăр хăварма çук.

Валентина БАГАДЕРОВА.

Файлы для скачивания

Интервью
Тип файла: pdf
Размер файла: 0.54 МБ