Штраф виçине пĕчĕклетме май пур

Федерацин монополипе кĕрешекен службин Чăваш Енри управленийĕ çулталăк пуçланнăранпа конкуренцие хӳтĕлесси çинчен калакан саккуна пăснине шута илсе 198 заявлени пăхса тухнă. Ку хисеп – пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен икĕ хута яхăн сахалрах. Управленире çур çулхи кăтартусене пĕтĕмлетрĕç. Влаç тытăмĕнче тăрăшакансен тĕлĕшпе килекен çăхавсен шучĕ çичĕ хут пĕчĕкленнĕ. Республикăра пурăнакансем хуçалăх субъекчĕсен ĕç-хĕлне пурнăçлама чăрмантарни пирки пĕлтернĕ.

Çур çулта управлени тăватă тĕслĕхпе асăрхаттарнă, сакăр ĕç пуçарнă, штрафлама 22 йышăну кăларнă. Пĕтĕмĕшле палăртнă штрафсен виçи 11 миллион тенкĕрен иртнĕ. Ултă уйăхра 7 миллион тенкĕ шыраса илнĕ. Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнчен саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Çĕнĕлĕхсемпе килешӳллĕн штраф виçине пĕчĕклетме пулать. 20 кун хушшинче тӳлесен 50 процент чухлĕ çăмăллăх параççĕ. Çакăн пек мелпе çул çинче йĕркене пăсакан водительсем тӳлеççĕ. Халĕ ку çăмăллăхпа монополипе кĕрешекен служба та усă курĕ.

Кăçал çур çулта çĕршыври реклама çинчен калакан саккуна пăснин пирки 50 заявлени пăхса тухнă. 14 ĕç пуçарнă. Саккуна пăснин тĕслĕхĕсем абонент ирĕк памасăр электроçыхăну сечĕсем çине реклама вырнаçтарнипе, рекламăра пĕлтерĕшлĕ информаци çуккипе çыхăннă.

Çулталăк пуçланнăранпа управлени патшалăх суту-илĕвĕн тытăмĕнче 120 çăхав йышăннă. Вĕсене тĕрĕсленĕ вăхăтра саккуна пăснă 70 тĕслĕх тупса палăртнă. Федерацин монополипе кĕрешекен службин Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Валерий Котеев каланă тăрăх, кăçал тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемен поставщиксен реестрне 35 саккасçăна кĕртнĕ. Пĕтĕмĕшле списокра хальхи вăхăтра 299 поставщик тăрать. Ултă уйăхра ведомство патшалăх суту-илĕвĕн тытăмĕнче саккуна пăснă тĕслĕхсемпе 2 миллион çурă ытла тенкĕлĕх 189 йышăну кăларнă, икĕ миллион тенкĕ шыраса илнĕ.

Телесюжет

Елизавета Цветкова, Николай Скворцов