Штрафа пĕчĕклетме пулать

Федерацин Монополипе кĕрешекен службăн Чăваш Республикинчи управленийĕ кăçалхи çур çулти ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ.

Ведомство ертӳçи Валерий Котеев пĕлтернĕ тăрăх, монополипе кĕрешекен органсем çулталăк пуçланнăранпа конкуренцие хӳтĕлесси çинчен калакан саккуна пăснин паллиллĕ 198 заявлени пăхса тухнă. Ку хисеп — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен икĕ хута яхăн сахалрах. Çавăн пекех влаç органĕсен тĕлĕшпе килекен çăхавсен шучĕ çичĕ хут пĕчĕкленнĕ. Республика çыннисем, тĕпрен илсен, хуçалăх субъекчĕсен ĕç-хĕлне пурнăçлама чăрмантарни, сутуçăсене суйлас тĕлĕшпе чарусем çирĕплетни, ытти пирки пĕлтернĕ. Çак тапхăрта управлени тăватă тĕслĕхпе асăрхаттарнă, сакăр тĕслĕхпе ĕç пуçарнă, штрафлама 22 постановлени кăларнă. Пĕтĕмĕшле управлени хунă штарфсен виçи 11 миллион тенкĕрен иртнĕ. Ултă уйăхра 7 миллион ытла тенкĕ шыраса илнĕ.

Сăмах май, утă уйăхĕн 25-мĕшĕнчен Административлă право йĕркин кодексне улшăнусем кĕртнĕ. Управлени ертӳçин заместителĕ Наталия Винокурова пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕлĕхсемпе килĕшӳллĕн штраф виçине пĕчĕклетме пулать. 20 кун хушшинче тӳлесен 50 процент чухлĕ çăмăллăх параççĕ. Унччен çакăн пек мелпе ÇÇХПИ штрафĕсене тӳлеме пулатчĕ. Халĕ вара ку çăмăллăх Монополипе кĕрешекен службăн штрафĕсен тĕлĕшпе те вăйра тăрĕ.

Пĕрремĕш çур çулта управлени патшалăх суту-илĕвĕн тытăмĕнче 120 çăхав йышăннă. Вĕсене пăхса тухнă тата тĕрĕслевсем ирттернĕ вăхăтра саккуна пăснă 70 тĕслĕхе тупса палăртнă. Тĕп çитменлĕхсен шутĕнче, Валерий Котеев палăртнă тăрăх, документсенчи йăнăшсем, информаци тытăмĕнче информацие йăнăшсемпе вырнаçтарни, контракт çирĕплетмелли йĕркене пăсни. Çулталăк пуçланнăранпа управлени тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемен поставщиксен реестрне 35 саккасçăна кĕртнĕ. Пĕтĕмĕшле списокра хальхи вăхăтра 299 поставщик тăрать.

Ултă уйăхра ведомство патшалăх суту-илĕвĕн тытăмĕнче саккуна пăснă тĕслĕхсемпе 2 миллион çурă ытла тенкĕлĕх 189 постановлени кăларнă, икĕ миллиона яхăн тенкĕ шыраса илнĕ.

Çак тапхăрта РФ реклама çинчен калакан саккуна пăснин паллисемпе 50 заявлени пăхса тухнă, 14 ĕç пуçарнă. Саккуна пăснин тĕслĕхĕсем абонент ирĕк памасăр электроçыхăну сечĕсем çине реклама вырнаçтарнипе, рекламăра пĕлтерĕшлĕ информаци çуккипе çыхăннă. Ку енĕпе 300 пин тенкĕлĕх штраф çырса панă.

Валентина Багадерова