УФАС федерацире те палăрнă

Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров Раççей Монополипе кĕрешекен службин республикăри управленийĕн ертӱçипе Вячеслав Борисовпа ирттернĕ тĕл пулура ведомствăн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне тишкернĕ, РФ ФАСĕн анлă коллегийĕн кун йĕркинче ыйтусене сӱтсе явнă.

ФАС йĕркеленнĕренпе 10 çул çитнĕ май служба ертӱçи Игорь Артемьев Вячеслав Борисова ĕçри хастарлăхшăн тата нумай çул тӱрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ведомствăн Хисеп хучĕпе чысланă. Тĕл пулура çавăн пекех республика территорийĕнчи патшалăх тата муниципалитет çĕр ресурсĕсемпе мĕнле усă курнине тĕрĕслесе-сăнаса тăрасси пирки калаçу пынă.

А. Степнов