Халăха улталаççĕ: “Пирĕн патра йÿнĕрех”

Çапла, паян кирек ăçта пăхсан та куç тĕлне реклама пулать. Халăха тĕрлĕ тавар туянма щитсем, юпасем, хаçат-журнал, телекуравпа радио хыпарлав, Интернет урлă чĕнсе калаççĕ. Пурăнмалли çурт, культура учрежденийĕсен, спорт комплексĕсен стенисем, карта рекламăпа “эрешленеççĕ”. Çул-йĕр çинче те хăюсем çакăнса тăраççĕ. Хула урамĕсенче утнă чухне куç-пуç алчăрасах каять. Пĕлтĕр Мускав ертÿлĕхĕ çĕр-шывăн тĕп хулинче реклама шутне чакарма йышăннă. Çак утăма вĕсем реклама лаптăкĕсен 60 проценчĕ саккунсăр пулнипе тума палăртнă. Чăнах та, халĕ чăвашсем “юратакан” Мускавра тĕп çулсемпе пынă чухне реклама палăрмаллах чакнине асăрхатăн. Ку аван. Ара, аякранах йăлтăр-ялтăр çутăсемпе илĕртекенскерсем водительсене те кансĕрлеççĕ-çке. Вĕсем тимлĕхе те çухаттарма пултараççĕ.

Федерацин монополипе кĕрешекен службин Чăваш Енри управленийĕ те çынсен çăхавĕсене уçăмлатса урамра, массăллă информаци хатĕрĕсенче пĕлтерÿ-реклама вырнаçтаракансене куллен тĕрĕслет. Реклама çинчен калакан саккуна пăснă тĕслĕхсене те тăтăшах тупса палăртать. Акă, сăмахран, пĕлтĕрхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа этил спирчĕллĕ сăрана алкоголь шĕвекĕсен шутне кĕртнĕ, анчах чылай предприяти çакна шута илмесĕрех реклама вырнаçтарнă. Унсăр пуçне кăçалтанпа алкоголь продукцине пичет кăларăмĕсенче рекламăлама пачах юрамасть. Çурт-хуралтăн çи виттипе стенинчен те кунашкал конструкцисем çакма ирĕк çук. Çакна “Росспиртпромăн” Шупашкарти ликер завочĕ уяман - организацин тул енчи стенинчен реклама хăми çакнă. Управленин пай пуçлăхĕ Людмила Железина каланă тăрăх - ликер заводне штрафламан, вĕсем комисси йышăну хатĕрличчен конструкцие пуçтарнă. “Гранд сити” тулли мар яваплă общество вара эрех-сăра туянма халăха Интернет урлă ÿкĕтленĕ. Пĕлтерĕве вăхăтра тасатнăран общество пуçлăхне явап тыттарман.

“Пирĕн патра туянăр: тавар чылай йÿнĕрех”, “Пирĕн тавар пуринчен те йÿнĕрех”... Çакăн йышши предложенисене тăтăшах вулама тÿр килет. Анчах вĕсем чăнлăхпа пĕр килеççĕ-и? Шупашкарти “Ладушка” аптека тытăмĕ “Пирĕн хаксем пĕчĕкрех, кĕр те кур” слогана халăхра анлă сарнăччĕ. Пĕр хĕрарăм çак аптекăра “Анаферона” 130 тенкĕ те 65 пуспа туяннă, çав кунах вăл юнашар аптекăна кĕнĕ - унта çак эмеле 129 тенкĕпе илнĕ. Тепĕр им-çам та суйланă вăл, унăн хакĕ те “Ладушкăринчен” пĕчĕкрех пулнă. Саккунпа килĕшÿллĕн ун пек хăтланма юрамасть, çавăнпа “Республика аптеки” /“Ладушка”/ тулли мар яваплă обществăна 100 пин тенкĕлĕх штрафланă. Туртăнтарнă мачча тăвакан Л.Костина усламçă та саккуна пăснă. Тÿлевсĕр валеçĕнекен хаçатра “Пирĕн патра йÿнĕрех” реклама вырнаçтарнă. Управлени ĕçченĕсем ĕç-пуçа тишкернĕ вăхăтра ку тĕрĕс марри çиеле тухнă, çавăнпа предпринимателе предписани панă.

Монополипе кĕрешекенсем “Алан Клиник” тулли мар яваплă общество та саккуна пăхăнманнине çирĕплетнĕ. Рекламăра “Вырăн çинче кăлтăксем-и?”, “Ар вăйĕ чаксан арçынна мĕнле пулăшмалла?”, “Çăва геморройсăр кĕтсе илĕр” предложенисемшĕн предписани панă. Рекламистсем вулакан кашни çын çак чирсемпе нушаланать тесе шухăшлаççĕ-ши?

Телефонпа пĕр-пĕр тавар туянма е пулăшупа усă курма чĕнсе СМС-пĕлтерÿсем яни - тепĕр ыйту. Тĕрĕссипе, çакă чылайăшне кăсăклантарать иккен, вĕсем ФАС управленине тăтăшах пыраççĕ, шăнкăравлаççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн çын хăй ирĕк памасăр ун патне рекламăллă СМС-çырусем яма юрамасть. Анчах карас çыхăнăвĕн операторĕсем чылай чухне номер панă май килĕшĕве çакнашкал пункта кĕртеççĕ: “Абонент реклама пĕлтерĕвĕсене йышăнма хирĕç мар”. Енчен те тавар туянма сĕнекен СМС-çырусем килсе йăлăхтарчĕç пулсан реклама ярса паракан организацие шăнкăравламалла е çĕнĕ номер илнĕ чухне килĕшĕве тимлĕ вуламалла. Управление çăхавпа пырсан СМС-çырусене кăтартмалла, вĕсем хăçан килни тата унта мĕн çырни паллă пулмалла. Унсăр пуçне операторпа тунă килĕшÿ те кирлĕ.

Дмитрий МОИСЕЕВ