Ку ятпа усă курма юраман

«Волжский Трикотаж-1», «Волжский Трикотаж-2» тата «Волжский Трикотаж-4» обществăсем хăйсен продукцине «Шупашкар трикотажĕ» тавар паллипе рекламăлама усă курса монополие хирĕç саккунсене пăснă. Çапла пĕтĕмлетнĕ Пĕрремĕш арбитраж апелляци сучĕ.

Виçĕ общество тĕлĕшпе маларах республикăн Арбитраж сучĕ çавнашкал йышăну тунăччĕ. Халь вара ăна çÿллĕрех инстанци те çирĕплетнĕ, Монополипе кĕрешекен службăн республикăри управленийĕ асăннă компанисене монополие хирĕç саккунсене пăснă тесе явап тыттарма йышăнни тĕрĕссине палăртнă.

Аса илтерни вырăнлă: 2011 çул вĕçĕнче, 2012 çул пуçламăшĕнче Чăваш УФАСĕн комиссийĕ «Волжский Трикотаж-1», «Волжский Трикотаж-2», «Волжский Трикотаж-4» ОООсем федерацин «Конкуренцие хÿтĕлесси çинчен» саккунĕн 14 статйине пăснă тесе йышăннă. Çак компанисем хăйсен продукцийĕн /чăлха-нуски тата трикотаж изделийĕсем/, суту-илÿ сечĕн ячĕсенче тата сутакан тавара рекламăлама «Шупашкар трикотажĕ» паллăпа усă курнă, çапла майпа потребительсене илĕртнĕ.

Асăннă паллăпа чылай вăхăт «Шупашкар трикотажĕ» АХО, каярахпа «Атăлçи пир-авăр компанийĕ» АУО усă курнă. Хальхи вăхăтра çак комплекс никĕсĕ çинче «Чăлхапа трикотаж фабрики» ООО продукци кăларса сутать.

Тулли мар яваплă обществăсем тĕпрен илсен республика, çĕр-шыв тулашĕнче туса кăларнă таварсен этикеткисем çине «Шупашкар трикотажĕ» тесе çырнă, çапла майпа вĕсене туянакансене тавара кам тата ăçта туса кăларни пирки улталанă. Монополие хирĕç саккунсене пăснăшăн асăннă компанисене пĕлтĕр административлă майпа явап тыттарнă, кашнинех 100-шер пин тенкĕлĕх штрафланă. «Суд йышăнăвĕ вăя кĕнĕ ĕнтĕ», - пĕлтерчĕ ФАС управленийĕн ертÿçин çумĕ Наталия Винокурова.

Н.КОНОВАЛОВ