Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федераци монополипе кĕрешекен хĕсмет ертӳçин çумĕпе Данил Фесюковпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттерчĕ. Вĕсем пĕлтĕр Раççей Президенчĕн хушăвĕпе çирĕплетнĕ суту-илӳ çаврăнашне хутшăнакансен пĕр-пĕринпе ăмартмаллий йĕркесем пирки калакан наци планне сӳтсе яврĕç.