Çитменлĕхсем çук мар

Сфера деятельности: Контроль госзакупок

ЧР юсанмалли учрежденисенче саккунсене пăхăннине сăнаса тăракан Шупашкар прокуратури ФСИНпа ФАСăн республикăри управленийĕсене явăçтарса Чăваш Енри юсанмалли мĕн пур учрежденире вĕсем патшалăх нушисем валли тĕрлĕ тавар туянмалли, пулăшу ĕçĕсем пурнăçламалли саккунсене пăхăннине тĕрĕсленĕ.

Асăннă енĕпе Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Енри управленийĕн юсанмалли 1-мĕш тата 6-мĕш колонийĕсенче çитменлĕхсем пурри палăрнă - «Патшалăх тата муниципалитет нушисем валли таварсем туянмалли, ĕçсем тумалли, пулăшу ĕçĕсем пурнăçламалли саккассене вырнаçтарасси çинчен» саккун требованийĕсене уяманнине тупса палăртнă. Çавна май тĕрĕслев кăтартăвĕсене тĕпе хурса асăннă учрежденисен пуçлăхĕсен ячĕпе йĕрке тума сĕнсе представленисем çырнă.

ИК-1 котировка комиссийĕн председателĕн çумĕ тĕлĕшпе РФ КоАПĕн 7.30 статйин 6-мĕш пайĕпе административлă ĕç пуçарнă, ăна административлă майпа явап тыттармашкăн материалсене Федерацин монополипе кĕрешекен службин республикăри управленине ярса панă. Яваплăх пулмаллах, ку коррупци сĕмĕллĕ преступленисенчен, правăна пăсасран сыхланма кирлĕ.

Коррупцирен упранасси тенĕрен, Шупашкарти 4-мĕш колонире ирттернĕ тĕрĕслев шăпах çак енĕпе çитменлĕх чылаййине тăрă шыв çине кăларма май панă. Учрежденин оперативлă пайĕ асăннă йышши преступленисене тупса палăртас, вĕсенчен сыхланас енĕпе çителĕксĕр ĕçлени куç кĕрет. Колони-поселени участокне ыр кăмăллăх шучĕпе илсе килнĕ холодильниксене, электроплитасене, стройматериалсене администраци «Бухгалтери шутлавĕ çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн шута илмен. Отрядсенчен пĕрин пÿлĕмĕсене айăпланнисене хăйсенех тÿлевсĕр юсаттарнă, çавăн пекех вĕсене вăрахлăх тĕл пулусен пÿлĕмне юсама та явăçтарнă.

Ку тĕслĕхре те уголовлă айăплава пурнăçлакан тытăмра коррупци вăй илесрен сыхланса учреждени пуçлăхĕн ячĕпе представлени тăратнă. Ăна тишкерсе çитменлĕхсене пĕтерме мерăсем йышăннă, айăплисене явап тыттарнă.

 

 Александр ЗОТОВ,

ЧР юсанмалли учрежденисенче саккунсене

пăхăннине сăнаса тăракан Шупашкар прокурорĕ