Реклама саккуна ан хирĕçлетĕр

Федерацин монополипе кĕрешекен службин республикăри управленийĕн комиссийĕ «Реклама çинчен» саккун мĕнле пурнăçланине çирĕп сăнаса тăрать. Шел те, саккуна пăснă тĕслĕхсем çине-çинех пулаççĕ.

Калăпăр, М.Щербакова предпринимателе административлă майпа явап тыттарса 4 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă. Тĕрĕслев кăтартнă тăрăх, Шупашкарти Тĕп пасарти лавкка стени çине вырнаçтарнă информаци саккуна тивĕçтермен. Сăра рекламипе пĕрле çак шĕвеке ытлашши ĕçни сиенлĕ пулни çинчен асăрхаттарни кирлĕ, унăн лаптăкĕ реклама латптăкĕн 10 процентĕнчен кая мар пулмалла. Табак изделийĕсен, çавнашкал ытти таварăн рекламине çуртсен тăрринчи, ытти конструкцийĕ, тулашри стенисем çине вырнаçтарма юрамасть. Комисси Щербакова арендăна илнĕ лавкка ку енĕпе саккуна пăхăнманнине çирĕплетнĕ.

Н.Павлов предпринимателĕн те 4 пин тенкĕ штраф тÿлеме тивет. «Цены. Товары. Услуги» журналăн нарăсри номерĕнче унăн автомобилĕн саппас пайĕсене кредит мелĕпе туянма сĕнекен информацийĕ тухнă. Çак рекламăра реклама çинчен калакан саккун ыйтни – кредитпа çыхăннă пулăшу ĕçĕсем кÿрекен çын ячĕ-шывĕ – пулман.

Асăннă журналтах нарăсăн 10-мĕшĕнче «Техстроймонтаж» ОООн нумай хваттерлĕ çурт строительствине хутшăнса укçа хывма чĕнекен реклами пичетленнĕ. Информацире проект документацине ăçта тата мĕнле илмелли пирки каламан. Çакă та – саккуна пăсни. Ĕçе тĕпченĕ май асăннă общество  реклама енĕпе «Техстроймонтаж» ОООпа килěшÿ туни палăрнă. Килěшÿре реклама паракан «АРТ Видео» ООО пулнине палăртнă. Комисси çак реклама саккунпа килěшсе тăманнине çирěплетсе фирмăн коммерци директорне А.Юдина 4 пин тенкěлěх штрафлама йышăннă.