«АвтоВАСа» штрафланă

Федерацин монополипе кĕрешекен службин республикăри управленине «АвтоВАС» АУО административлă 500 пин тенкĕлĕх штрафа тÿленине çирĕплетекен документсем çитнĕ.

Аса илтерер: ФАСăн Чăваш Енри управленийĕн комиссийĕ 2013 çулхи июльте коммерципе çыхăнман «Регионсен пассажирсене илсе çÿрекен «Волгаавтотранс» пĕрлехи ассоциацийĕ» ĕçтешлĕх ыйтăвне тишкернĕ май «АвтоВАС» конкуренци çинчен калакан саккуна пăснине тупса палăртнă. Акционер обществи пассажирсене илсе çÿрекенсем тĕлĕшпе агент хавхалантарăвĕн тÿлевĕн виçине сăлтавсăр, экономика тĕлĕшĕнчен никĕслемесĕр палăртнă. Комисси тÿлев виçине мĕнпур контрагентшăн пĕрешкел тата экономика тĕлĕшĕнчен сăлтавласа палăртмашкăн предписани панă.

- 2013 çулхи ноябрьте акционер обществине монополипе кĕрешмелли саккуна пăснăшăн - пассажирсене илсе çÿрессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен рынокĕнче тĕп вырăн йышăннипе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн - РФ КоАПĕн 14.31 статйин 2-мĕш пайĕпе явап тыттарнă, укçа çаврăнăшĕн виçине кура штрафланă. Арбитраж сучĕсем монополипе кĕрешекен орган йышăнăвĕ саккунлă тата правăпа килĕшсе тăнине çирĕплетнĕ, анчах «АвтоВАСăн» финанс лару-тăрăвне шута илсе штрафа 500 пин тенкĕ таран пĕчĕклетнĕ, - пĕлтерчĕ ФАС управленийĕн тавар рынокĕсен пайĕн пуçлăхĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ксения Сергеева.

Н. СТЕПАНОВ