Вĕçекен уяр пирки тавлашнă

Шупашкарти икĕ аптека тепĕрин хушшинче уяр пирки тавлашу сиксе тухнă.

Эмел тавраш сутакансенчен пĕрисем çав кăпшанка хăйсен хатĕр-хĕтĕрне рекламăлама усă кураççĕ иккен. Вĕçекен уяр вĕсен конкурентне, Шупашкарти аптекăсенчен пĕрне те, килĕшнĕ курăнать. Вĕсем те ăна реклама тĕллевĕпе усă курма тытăннă. Лешсем вара кун çине тарăхсах кайнă. «Епле-ха капла? Хамăр уяра никама та памастпăр!» тесе монополипе кĕрешекен службăна çăхав çырса та янă.

Нумаях пулмасть асăнăн служба ку ыйтупа пуçтарăннă та ĕçе чарса лартма йышăннă. Ара, тавлашакан енсем вăл вăхăта мирлешме тивнĕ ĕнтĕ: уяр ӳкерчĕкĕпе хайхи аптека тек усă курма пăрахнă.

Таисия Ташней