Çăмарти ылтăн-ши?

Çынсене чăх çăмарти хакланса пыни пăшăрхантарать. Вĕсем ăна черет тăрсах туянаççĕ: йÿнĕрехпе илсе юласшăн. Вĕçĕм çÿлелле кармашакан хак шăв-шав çĕклеме те ĕлкĕрчĕ. Мĕн ку - монополистсем каварлашса хака хăпартни е чăхсем ылтăн çăмарта тума тытăнни? Чылай регионра, çав шутра Чăваш Енре те, çимĕç сасартăк хакланса кайнипе Раççейри монополипе кĕрешекен служба (ФАС) кăсăкланма тытăннă. Республикăра темиçе чăх-чĕп фабрики, тавара аякран та кÿрсе килеççĕ, витĕмĕ пур пĕр сахал. Чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне лавккасенче пĕр теçетке çăмарта 50,6-58,6 тенкĕ тăнă, пасарта - 45,3-52,9. Юлашки виçĕ уйăхра çĕр-шывĕпех 30-35 процент хăпарнă вăл. Хăш-пĕр çĕрте 60 тенкĕрен иртнĕ. «Çĕнĕ çул тĕлне ылтăнпах танлашĕ-и?» - тĕлĕнеççĕ туянакансем.

Чăх-чĕп фабрикисем курттăммăн сутакан хак - 43-53 тенкĕ ?вуннăшĕ%. Раççейри чăх-чĕп ĕрчетекенсен пĕрлешĕвĕ çакна комбикорм хакланнипе (çăмарта хăй хаклăхĕнче 35 процент йышăнать), хаксене суту-илÿре хăпартса янипе, сезонпа çыхăнтарать. ЧР Ял хуçалăх министерствинче, чăх-чĕп фабрикисен ертÿçисем лару-тăру çивĕчленнине комбикорм хакланнипе сăлтавлаççĕ. Вĕсен шучĕпе продукци хăй хаклăхĕнчи унăн тÿпи 60 процент таранах-мĕн. Тырă тонни хальхи вăхăтра 8 пин тенкĕрен кая мар тăрать. Кăçал Чăваш Енри сысна, чăх-чĕп ĕрчетекенсене апат туянма хакла кайса ларнипе федераци, республика бюджечĕсенчен 107 млн тенкĕ уйăрнă-ха. Тен, предприятисем патне субсиди кая юлса çитни тÿнтерле витĕм кÿнĕ? Тата энерги, ытти тăкак хăй хаклăха ÿстереççĕ. Çу кунĕсенче çăмарта япăх сутăннипе фабрикăсем тăкак самай тÿсеççĕ. Ăна вара ытти тапхăрта саплаштарма тăрăшни те курăнать.

Лару-тăруран мĕнле тухмалла? Экспертсем шучĕпе хака юриех пĕр пек тытса тăнипе ыйтăва татса параймăн. Тупăш илессине ÿстерме, ял хуçалăхне субсиди парассине лайăхлатма, суту- илÿри хаксене йĕркелесе пыма сĕнеççĕ.

Кăçалхи чÿк уйăхĕ тĕлне Чăваш Енре çĕр улми килограмне 12-20 тенкĕпе сутнă, купăста - 8-15, кишĕр - 16-30, сухан - 12-25, кăшман 15-25 тенкĕ тăнă. Иртнĕ çул çак вăхăт тĕлне пахча çимĕç 2-3 хут йÿнĕрех пулнă. Сăмах май, суту-илÿре аш-какай, сĕт хакĕсем те ÿссе пыни сисĕнет. Çак тапхăрта сĕт литрне 29-42 тенкĕпе ?сĕтри çу хисепне кура% сутнă.

Çĕр-шывра юлашки вăхăтра апат-çимĕç 5 процент ытла хакланнă (иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан - 6,1, 2011 çулхи юпа уйăхĕнчипе -2,7 процент). Кĕр пуянлăхне пăхмасăр пахча çимĕç, улма- çырла хакĕсем те ÿссех пыраççĕ. Уйрăмах çĕр улмин. Юпа уйăхĕнче кăна 30 процента яхăн çÿлелле кармашнă. Амур, Тверь облаçĕсенче тата Кабардин-Балкар Республикинче - 1,7 хут, Брянск, Калуга облаçĕсенче - 1,6. Росстат пĕлтернĕ тăрăх - Раççейре вăтамран çĕр улми килограмне 21 тенкĕпе туянма пулать. Сухан килограмĕ 21,6 процент хăпарнă. Çурçĕр Кавказра - 1,6-1,7 хут. Купăстан хакĕ ытлашшиех çĕкленеймен-ха, 2,8 процент çеç.

РФ Общество палатин агропромышленноç комплексĕн ушкăнĕн секретарĕ Александр Чернов каланă тăрăх - çĕр улми икĕ хут хакланнă. «Пĕлтĕр юпа уйăхĕнче ун килограмне 14 тенкĕпе туянма пултарнă, халĕ икĕ хут ытларах тÿлемелле. Ку пасарти мар, сентре çинчи хак», - тенĕ вăл. Çакна Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнипе сăлтавлать. Çавăн пекех груз турттарасси хакланнипе тата сезонпа çыхăнтармалла-мĕн. «Çитес çултан РФ Транспорт министерстви грузовиксенчен километршăн 3 тенкĕ илмелле тăвасшăн. Ку йĕркеллĕ пулăм, мĕншĕн тесен грузовиксем асфальт çулпа çÿресе тупăш тăваççĕ. Шутласа пăхнă тăрăх суту-илÿ тăвакансемшĕн çĕнĕлĕх 5 млрд тенке кайса ларать. Кĕтмен тăкак продукцие хаклатса ярать», - палăртнă Чернов. Апат-çимĕçпе çыхăннă отрасльти кирек мĕнле улшăну чи малтан потребительсене пырса çапать.

– Конкуренци тата рынок аталанайманни те сисĕнет. Рынокра пуçлăх пулса тăнă монополист хак тăвать, - тенĕ эксперт.

Лариса Никитина