Пысăк хаксемшěн – штраф

Федерацин монополипе кěрешекен службин Чăваш Енри управленийě «Цетан» ОООна 139414,6 тенкěлěх штрафлама йышăннă. Административлă штрафпа çыхăннă йышăну монополипе кěрешмелли саккунсене пăсни çинчен калаçакан ěç тишкерěвěпе сăлтавланă.

Маларах пěлтернěччě: управлени комиссийě кăçалхи кăрлачра «Цетан» ООО «Конкуренцие хÿтěлесси çинчен» саккунăн 10 статйин 1-мěш пайне пăснине /тавар рынокěнче тěп  вырăнта пулнипе киревсěр тěллевпе усă курни, çав шутра монополи шайěнчи пысăк хак çирěплетни/ палăртнă. Кунашкаллишěн юридици вăйěнче тăраканскерсене сутнă таварăн виçине кура административлă штрафпа явап тыттараççě. Ěç-пуçа тишкернě май компани управленипе тачă çыхăнса ěçленě. Çакна тěпе хурса тавар çаврăнăшěн  виçине кура палăртакан штраф калăпăшне те чи пěчěк шайра палăртма юрать. «Цетан» ОООна правăна пăснă тытăм сутнă тавартан илнě укçан 1% чухлě штрафланă – 140 пине яхăн тенкěлěх. Комисси йěркене пăснă тапхăр пысăк маррине те шута илнě. Унсăр пуçне тулли мар яваплă общество директорне «Конкуренцие хÿтěлесси çинчен» саккуна пăснăшăн кăрлачра 15 пин тенкěлěх штрафланă.