Çăхавсен шучĕ чакнă пулин те, вĕсем çав-çавах нумай

Влаç тытăмĕ тата çут çанталăк ырлăхĕпе тивĕçтерекенсем патне ыйту нумай. Монополие хирĕç кĕрешекен службăн республикăри Управленийĕнче иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç.

Леонид Петров, Вадим Владимиров

Ведомство ертÿçи  Вячеслав Борисов палăртнă тăрăх, иртнĕ çул çăхавсен шучĕ чакнă пулин те, вĕсем çав-çавах нумай. Çитменлĕхсен 30 проценчĕ ресурссемпе тивĕçтерес тытăма пырса тивет. Уйрăммăн илсен, çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăрта газ паманни пулнă.

Ăпăр-тапăр турттарассинче те çитменлĕх сахал мар. Регионти оператор çак ĕçе йĕркелеме аукционсем ирттермен, килĕшÿсене кирлĕ пек туман. Çапах та çăхавсен ытларах пайĕ - 57 проценчĕ влаç тытăмне пырса тивет. Вĕсенче предпринимательсен ĕçне чăрмантарни, саккуна пăсса суту-илÿ вырăнĕсем валли çĕр лаптăкĕ уйăрни  çинчен пĕлтернĕ тата ытти те. Унсăр пуçне специалистсем строительство аукционĕсенче йĕркесĕрлĕх тупса палăртнă.

Журналистсене хăш-пĕр апат-çимĕç хакĕ мĕншĕн хăпарса кайни кăсăклантарчĕ. Унпа пĕрлех топливо тĕлĕшпе пуçарнă тĕрĕслев пирки ыйтса пĕлчĕç. Пресс-конференцире палăртнă тăрăх, хальлĕхе ку ĕç малалла пырать. Пĕтĕмлетÿсем квартал вĕçĕнче паллă пулĕç. Монополие хирĕç кĕрешекен службара пĕлтĕр пĕтĕмпе 730 ытла çăхав пăхса тухнă. Йĕрке пăсакансене 9 миллион çурă тенкĕлĕх штрафланă.