• twitter
  • facebook
  • vkontakte
  • youtube
  • instagram

Банксене те тĕрĕслеççĕ

Паян Федерацин монополипе кĕрешекен службин республикăри управленийĕнче кăçалхи тăхăр уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Управлени пуçлăхĕн икĕ заместителĕ Валерий Котеев тата Наталия Винокурова, çавăн пекех пай пуçлăхĕсем Ксения Сергеевăпа Людмила Железина журналистсен ыйтăвĕсене уçăмлатрĕç.

Вĕсем кăçалхи виççĕмĕш кварталта уйрăмах асра юлнă тата калаçтарнă ĕçсем пирки каласа кăтартрĕç. Сăмахран, Улатăрти хут фабрики саккун ирĕк паманнине пĕлсе тăрсах икĕ предприятие ăшă пама чарнă, çавна май лешсем хĕле хирĕç ăшăсăр тăрса юлнă. Монополипе кĕрешекенсем фабрика кун пек хăтланнипе килĕшмен, тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалли пирки асăрхаттарса хутсем çырнă.

Бензин тата газ хакĕпе çыхăннă самантсем те сиксе тухнă. Акă, «Татнефть-АЗС Центр» тулли мар яваплă общество тĕлĕшпе административлă ĕçех пуçарма тивнĕ. Банксем те саккуна пăсаççĕ иккен. Кредит организацийĕсенчен пĕри, сăмахран, хăйĕн пулăшăвне ирĕксĕр сĕннĕ, тепри хăйĕн клиенчĕсене расна условипе пулăшу кÿнĕ. Çапла, монополипе кĕрешекенсен кунашкал кашни ĕçе тĕплĕн тишкерме тивет.

Вера  ТИТОВА