Караç ан тĕлĕртĕр...

Федерацин монополипе кĕрешекен службин республикăри управленийĕ кăçалхи 9 уйăхра монополие хирĕç саккуна пăснă тĕслĕхсем çинчен çырнă 741 çăхав йышăннă, вĕсем тăрăх 95 ĕç пуçарса саккуна чăнласах пăснин 78 тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă. Çак тата хăй ертсе пыракан тытăм ĕçне хаклакан ытти цифрăна управлени ертÿçи Вячеслав БОРИСОВ ФАСа туса хунăранпа 25 çул çитнине халалланă пресс-конференцире пĕлтерчĕ.

Чĕрĕк ĕмĕрте монополипе кĕрешекен тытăм ячĕ темиçе те улшăннă. Малтанах экономикăна демонополизацилеме тата конкурентлăх никĕсĕсене йĕркелеме туса хунăскерĕн полномочийĕсем те анлăланса пынă. Паян çак полномочисен шучĕ пушшех пысăк. Правительство йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кăçал Гособоронзаказа тата Федерацин тариф службине çак тытăмпа пĕрлештернĕ те - асăннă службăсен функцийĕсем те ФАСа куçнă. Сăмах май, республикăн Тариф служби çав-çавах хăй тĕллĕн ĕçлет, анчах Мускав урлă вăл та пур пĕр ФАСа пăхăнать.

Çĕнĕ тытăма куçнă май тарифсемпе çыхăннă методикăна та улăштарас тĕллев тытнă. Унччен ФТС ку енĕпе «тăкаксем плюс» принципа тĕпе хунă, ФАС вара «инфляци минус» принципа çул парать. Çавна май, Вячеслав Борисов палăртнă тăрăх, монополисен хăйсен тарифĕсене йĕркеленĕ чух малашне тăкаксене чакарассине тĕпе хума тивĕ. Çав шутра - хăйсен профилĕпе çыхăнман активсенчен /калăпăр, футбол клубĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсем, кану вырăнĕсем тата ыт. те/ хăтăласси те. Халиччен вара вĕсем тăкаклă çав активсене тытса тăрассине те тарифсен шутне кĕртме тăрăшнă.

Ахальтен мар ĕнтĕ çак улшăнусем хыççăн РФ Правительствин вице-премьерĕ Игорь Шувалов «ФАС çĕршыв экономикин иккĕмĕш макрорегуляторĕ пулса тăрать» тенĕ. Улшăнусем çакăнпа кăна вĕçленмеççĕ-ха - вĕсен черетлĕ пуххине хатĕрленĕ. Çав шутра - территорисенчи управленисен йышăнăвĕсем тĕлĕшпе Мускава, ФАСа, апелляци тăратасси. Вырăнсенчи монополипе кĕрешекенсене ку килĕшсех каймасть-тĕр. Мускав тĕрлĕ регионти управленисен йышăнăвĕсене пĕрешкеллетессине тĕпе хурĕ. Анчах, тет Вячеслав Борисов, пирĕн тĕрлĕ суд йышăнăвĕсем те пĕрешкел мар - пĕр евĕрлĕ ыйтусемпех тĕрлĕ йышăну кăлараççĕ. Çавăнпа та, унăн шухăшĕпе, чи малтан судсен пĕр шухăшлăх патне çитмелле, çапла тусан тин ФАСăн территорисенчи управленийĕсенче те пĕр шухăшлăх пулĕ.

Монополипе кĕрешекенсем валли ĕç нумаййи вара - куçкĕрет. Вырăнсенче те, çÿллĕрех шайра та. Калăпăр, тĕнчипех ĕçлекен фармаци компанийĕсем тĕлĕшпе. «Сăмахран, вĕсем хăйсен продукцине кунта сутса çынсене хăйсен эмелĕсене хăнăхтарнă. Кайран вара сутма пăрахнă - çынсен ăçта кайса кĕмелле? Эпир çакна çав компанисем хăйсен доминантлă пĕлтерĕшĕпе киревсĕр тĕллевпе усă курни тесе хаклатпăр», - терĕ Вячеслав Аркадьевич.

Ятарласа тĕпченĕ: çав эмелсем чикĕ леш енче йÿнĕ, кунта вара вĕсене чылай хаклăрах - вунă хут таранах! - сутаççĕ. Тепĕр тесен хаксен çак пысăк уйрăмлăхĕ эмелсене кăна пырса тивмест иккен. Управлени ертÿçи автомобильсен саппас пайĕсемпе те лару-тăру çавнашкаллине палăртрĕ: ют çĕршывсенче темиçе долларпа туянакан детальсем кунта вун-вун доллар тăраççĕ.

Пирĕн монополистсем саккун çирĕплĕхне туйсах каймаççĕ пулас-ха. Чикĕ леш енче пысăк йыш интересĕсене хÿтĕлесе тăратнă тавăçсемпе вĕсене миллардшар доллар тÿлеттереççĕ. Раççейре коллективлă тавăçсен мелĕпе усă курма пуçласси пирки калаçу пуçарсан вара монополистсен сехри хăпать иккен - «эпир панкрута тухатпăр вĕт!»

Чăваш Енри пысăк штрафсем пирки каланă май Вячеслав Аркадьевич Росгосстрах тĕслĕхне аса илтерчĕ. Пĕрремĕш хутĕнче ăна страхлакан техникăна диагностика тума пĕр предприниматель патне кăна ăсатнăшăн явап тыттарнă. Управлени çакна 20 млн ытла тенкĕлĕх хакланă. Чăн та, çак йышăну тĕлĕшпе страховани компанийĕ ФАСа çăхав çырнă май çак виçене 5,5 млн тенкĕ хăварнă. Тепринче Росгосстрах ОСАГОпа çыхăннă каваршăн явап тытнă - каллех 20 млн ытла тенкĕлĕх. Компани автомобилистсене ОСАГОпа пĕрлех страхованин ытти тĕсĕсемшĕн тÿлеме ирĕксĕрленĕ.

«Коммуналлă технологисем» ООО тĕлĕшпе палăртнă штрафсем те пысăк - пĕтĕмпе 40 млн тенкĕ ытла. Чăн та, КТ вĕсем тĕлĕшпе тавлашать-ха. Штрафсенчен пĕрин тĕлĕшпе пĕрремĕш инстанци сучĕ ФАС управленийĕ майлă йышăну тунă та ĕнтĕ. «Судсем вĕçленнĕ хыççăн штрафсене шыраса илес ĕçе кÿлĕнĕпĕр», - терĕ управлени ертÿçи.

Кăçал монополие хирĕç саккунăн 14 статйине /тÿрĕ кăмăллă мар конкуренци/ пăснă тĕслĕхсемпе уйрăмах нумай ĕç пуçарнă - 24. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта унашкаллисем 14 кăна пулнă. Эппин, ФАС управленийĕ хăй бизнеса чăрмантарма юраманнине тĕпе хунипе пĕрлех нумайрах тĕрĕслев ирттерсе предпринимательлĕхе ура хумасть-и? Вячеслав Аркадьевич кунашкал ÿпкеве йышăнмарĕ:

- Анăçри çĕршывсем Раççей тĕлĕшпе санкцисем йышăннă хыççăн çĕршывра чикĕ леш енчен кÿрекен продукци дефицичĕ пурри вăрттăнлăх мар. Хăш-пĕр монополи, доминантлă компанисем çакăнпа услам тумашкăн усă курма хăтланчĕç. Акă мĕншĕн тĕрĕслев ĕçне çирĕплетме тиврĕ. Тепĕр енчен, çĕршывра обществăн гражданла хастралăхĕ вăй илсе пыни те - куçкĕрет. Саккуна пăснă тĕслĕхсем пирки пĕлтереççĕ - пирĕн вĕсем тăрăх тĕрĕслевсем ирттермелле.

Николай КОНОВАЛОВ